| 7962 | Айван ури ҫине шӑнӑ тет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7963 | Айван хӑйне хӑй нуша тупсах тӑрать теҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7964 | Айван хӑна хуҫине сӑйлать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7965 | Айван хӗр ларма кайсан та тарса килнӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7966 | Айван хӗрарӑм та хӗрӗх тӗрлӗ чееленме пӗлет тет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7967 | Айван хирӗҫет, ӑсли килӗшет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7968 | Айван хитре хӗр шырать, ӑсли ӗҫчен хӗр шырать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7969 | Айван хыҫҫӑн каяймӑн. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7970 | Айван шӑл йӗрсе ларать, ӑсли пуҫ ватса ларать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7971 | Айван шырама инҫе кайма кирлӗ мар. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7972 | Айван ыйту хуравсӑр юлать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7976 | Айвана — каҫару, ухмаха — патак. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7973 | Айвана айпӑлат памаҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7974 | Айвана ӑс кӗриччен айлӑмран сӑрт пулӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7975 | Айвана ӑс кӗриччен хӑр юпана ӑс кӗрӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7977 | Айвана кӗвелӗк нумай кирлӗ мар. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7978 | Айвана кулӑ пултӑр, пуяна укҫа пултӑр. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7979 | Айвана ҫӗнтерме сӑмах кирлӗ мар, патак кирлӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7980 | Айвана тӗл пулсан ухмаххи те савӑнать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7981 | Айвана ту та тӳрем вырӑн. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7982 | Айвана Турӑ та хӗрхеннӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7983 | Айвана Турӑ та юратать, пуп та юратать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7984 | Айвана хуйхӑ та витмест. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7985 | Айванӑн айӗ ҫӗрӗк. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7986 | Айванӑн айӗнче ҫук, ухмахӑн умӗнче ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7987 | Айвантан ан ыйт, хӑех каласа парӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7988 | Айваншӑн автан та ҫӑмарта тӑвать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7989 | Айваншӑн пулсан пулӑ хуппи те кӗмӗл укҫа. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7990 | Ик айванӑн пӗр сӑмах. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7991 | Кам тилӗ пек чее, ҫав вӑрӑ пулать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7992 | Ҫиелтен айван, шалтан пӑван теҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7993 | Ҫынсем кулса пӗтерсен айван ҫын та кулса ярать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7994 | Чее пул та, вӑрӑ пул. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7995 | Чее пул та, ҫынна ан мӑшкӑлла. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7996 | Чее пулӑ вӑлтана та хӳрипе ҫех ҫакланать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7997 | Чее ҫын выҫӑ вилмест теҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7999 | Чее ҫын куҫ хӗснипех ӗҫ тӑвать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7998 | Чее ҫын нихӑҫан та пуҫне ҫухатни ҫук теҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8000 | Чее ҫын чей ӗҫнипех ӑс хушать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8001 | Чее ҫын чӗпӗтсе илнӗ ҫӗрте ӑслӑ ҫын ӑсса илет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8002 | Чее ҫынна хӑйӗн урапи ҫине лартса кустарас пулать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8003 | Чее ҫыннӑн вилнӗ ӗни те сӗтлӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8004 | Чее ҫыннӑн ӗнси те куҫлӑ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8005 | Чее ҫыннӑн куҫӗ саккӑр сӑвать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8006 | Чее ҫыннӑн супӑньпе мунчала кӗсйинчех. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8007 | Чее ҫыннӑн сутани те сутса янӑ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8008 | Чее тиек вӑлтасӑрах пулӑ тытать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8009 | Чее халӑх вӑрманта. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8010 | Чее этем чей ӗҫет, куштан этем юн ӗҫет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 8011 | Чее этемӗн ӑсне пӗлме ҫук, тӳнтер этемӗн чунне пӗлме ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |